Фольклорный урок "Авалхи вӑхӑтран".

Фольклорный урок "Авалхи вӑхӑтран".

Илемлӗ,  илемлӗ,

Илемлӗ чӑваш кӗпи.

Илемлӗ чӑваш кӗпи те

Тӑхӑнма пӗлсен кӑна.

  Ҫакӑн пек илемлӗ юрӑпа пуҫларӑмӑр паянхи фольклор урокне.  Турханкасси культура ҫуртӗнче авалхи тумтирсене тупса , вӗсене упраса хӑварас , ҫамрӑк ӑрӑва кӑтартас  тесе  питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, час – часах сцена ҫинче кӑтартаҫҫӗ.

Паянхи тӗл пулура эпир ачасемпе хӗрарӑмсен авалхи тумтирӗсене тинкертӗмӗр, хамӑр тӑхӑнса киллентӗмӗр. Вӗсем кашни тӗрлӗрен, эрешӗсем вара пӗри – тепринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫак кӗпесене кашни хӗрарӑм хӑйне вали хӑй пир тӗртсе, ҫӗлесе, эрешлесе тӑхӑннӑ. Кӗпе ҫинчи эрешсем хӗрарӑмӑн шухӑш – кӑмӑлне кӑтарса пама пултараҫҫӗ.

  Урари тума кӑтартас тесе эпир авалхи  атӑпа ҫӑпата илтӗмӗр. Ҫӑпатана ачасемпе тӑлапа сырма та вӗрентӗмӗр.

  Чӑваш хӗрарӑмӗсем яланах пуҫа тутӑр  е сурпан тутри ҫыхнӑ. Ҫакӑ хӗрарӑмӑн тирпейлӗхне кӑтартса панӑ.

  Паянхи фольклор урокӗ ачасене ҫав тери килӗшрӗ. Тепӗр тӗл пулура ачасем музыка инструменчӗсемпе паллашас терӗҫ.



06 апреля 2021
14:50
Поделиться