Краеведени сехече «Чăваш чĕлхи - пирĕн чĕлхе» Кĕçĕн Астакаси тĕп культура çуртĕнче. в Дубовском ЦСДК

Краеведени сехече «Чăваш чĕлхи - пирĕн чĕлхе» Кĕçĕн Астакаси тĕп культура çуртĕнче. в Дубовском ЦСДК

Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

(П.Хусанкай.)

 Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 29 ҫул ҫитет, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр.

Ака уйахен 24 - мӗшӗнче Кĕçĕн Астакаси (Дубовка) тĕп культура çуртĕнче Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявлареç.

Культура ĕçченĕ И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратни, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварни çинчен каласа кăтартрĕ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Çавăн пекех И.Я.Яковлев «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗ» çинчен каласа тата вуласа пачĕ.  Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче»: «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырса хӑварнӑ. «Хамăр ял» фольклор ушкăнĕ чӑваш юррисем юрларĕ, шкулта веренекен ачасем  сӑвӑ каларĕç, такмаксем юрласа пачĕç.

Малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриотсем пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ.



24 апреля 2021
16:38
Поделиться