90 çултан иртнĕ вăрçă ачи патне çул тытрĕç Шупашкартан килнĕ корреспондентсем

90 çултан иртнĕ вăрçă ачи патне çул тытрĕç Шупашкартан килнĕ корреспондентсем
Сĕнтрвăрри районнĕчи Пĕччен хыр ялĕнче пурăнать Мария Егоровна Федорова. «Пурнăçĕ çăмăл пулман, тем нушине те курнă, - аса илет вăл. - 30-мĕш çулта, эпĕ çуралсанах, пирĕн çемьене, аттен арманпа лаша пулнă пирки, Çĕпĕре хăваласа яна. Вунă çула яхăн пурăннă унта. Вăрçă пуçлансан аппасем Хусан чиккине окоп чавма, пиччесем вăрçа тухса кайнă, эпĕ вара колхозра  вăй хунă, 1943-мĕш çулта аслисемпе танах вăрман каснă. Çамрăк хĕрсене йывăр пулнă паллах.
1953 –мĕш  çулта качча тухса Анатолий мăшăрпа çемье çавăртăмăр, çичĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Халĕ ачасемпе анчах мар,  мăнуксемпе те, кĕçĕн мăнуксемпе те саванса пурăнатăп, май килнĕ таран пулăшма та тăрăшатăп» - тет Мария Егоровна.
      «Эпир аннене питĕ юрататпăр, унпа мухтанатпăр», - куççульне чараймасăр ăшшăн ыталарĕ амăшне Валентина хĕрĕ.



13 мая 2021
11:55
Поделиться