75 çулхи юбилепа саламларĕç.

75 çулхи юбилепа саламларĕç.

Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă -суйхă ирттĕр айккинчен 
Ырлăх- сывлăх Турă парнелетĕр
Эпир хисеплетпĕр чĕререн.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Турханкасси ялĕнче пурăнакан Валентина Васильевна Степанова çак кунсенче 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Валентина Васильевна мĕн çуралнăранпах çак ялта пурăнать. 1970-мĕш çулта кýршĕ ачипе çемье çавăрса, ултă ача çуратса ýстернĕ. Шел пулин те хĕрĕх çулхи хĕрарăм упăшкасăр тăрса юлать. Анчах та вăл пуçа усман, ялан ĕçре пулнă, ачисене те ĕçе вĕрентсе ýстернĕ, хуçалăха та çирĕп тытса пынă. Паянхи кунччен те кил-карти тулли выльăх - чĕрлĕх тытать. Хĕрĕх çул тăван совхозра доярка пулса вăй хунă. Çак ĕçре ĕçлесе Валентина Васильевна Еç ветеранĕ ятне те тивĕçнĕ. Çак сумлă юбилейпа Валентина Васильевнăна саламлама мĕн -пур тăванĕсем, кýршисем, ачисем пуçтарăнчĕç. Тĕл- пулăва савăнăçлă ирттерме Турханкасси культура çурчĕн çумĕнчи "Çăлкуç"фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем хăнасене тĕрлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç, салам сăмахĕсене парнелерĕç. 



28 июля 2021
13:37
Поделиться