Конькова З.А. çуралнă кунне уявларĕ

Конькова З.А. çуралнă кунне уявларĕ

 Çул хыççӑн çул иртсе хыçа юлсан та,

Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,

Пул сывлӑхлӑ ялан, çапла пулсассӑн –

Укçаллӑ этемрен те эс пуян.

  Çурла уйăхĕн 30 - мĕшĕнче Конькова Зоя Архиповна черетлĕ çуралнă кунне уявларĕ. Çак савăнăçлă кун кĕреке хушшине  тăванĕсем, юлташĕсем, кýршисем пуçтарăнчĕç. Зоя Архиповна  ыркăмăллăхĕпе,  ăшăллăхĕпе тыткăнлать. Вăл ял хушшинче пысăк хисепре, яланах малтисен ретĕнче. Зоя Архиповна  нумай çул хушши «Йăва» ача сачĕнче  вăй хунă, çул çитмен ачасене тĕрĕс вопитани парассишĕн тăрăшнă.  Сĕнтĕрпуç  ял хутлăхĕнче çĕр енĕпе ĕçлекен специалист пулса та ĕçленĕ вăл, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

  Çак савăнăçлă кун Турханкасси культура Çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç"фольклор ушкăнĕ Зоя Архиповнăна  юрă- ташăпа саламларĕ.

 



03 сентября 2020
13:32
Поделиться