50 çул пӗрле пурăннă ятпа саламлатпăр

Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Сӗнтӗрпуç ялӗнче пурăнакан Алексей Варсанофиевичпа Зоя Михайловна Пушкинсен юпа уйахен 1-мӗшӗнче ылтăн туй пулчӗ. 50 çул пӗрле пурăннă ятпа саламлатпăр сире, килӗшӳллӗн тапайтăр ялан ик чӗре. Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан, ватлăх тартăр сиртен аякран аякка. Сывлӑхăр чӑваш юманӗ пек çирӗп, ӗмӗрӗр аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас çулăр такӑр, вӗçес пӗлӗтӗр уяр пултӑр. Мӑнукăрсем куç тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӗр ялан савӑнӑçпа ялкӑштӑр, çӗр çинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни сирӗнпе пӗр çулпа утчăр. Эсир лартнă пӳрт ăшши ан сӳнтӗр, лартнă йывăçсем ан хăрччăр.