Юбиляра саламласа.

Юбиляра саламласа.

Пуш уйăхĕн 6- мĕшĕнче Турханкасси салинче пурăнакан Николаева Юлия Алексеевна 85 ҫулхи юбилейне паллă турĕ. Ҫак сумлă та паллă уява ирттерме тăванĕсем, кӳршисем, юлташĕсем нумайăн пуҫтарăнчĕҫ. Турханкасси культурă Ҫурчĕнчи «Ҫăлкуҫ» фольклор ушкăнĕ те ҫак уява хаваспах килсе ҫитрĕ. Ку ахальтен мар. Юлия Алексеевна ялти культура Ҫуртне тăтăшах ҫӳрет, пĕр концертран та юлмасть. Яланах пулăшса тăрать.

  Сак савăнăҫлă кун Юлия Алексеевнă ячĕпе нумай юрă- кĕвĕ шăранчĕ. 85 ҫулхи кинемей савăннипе ташласа та илчĕ.

  Юлия Алексеевна – ĕҫ ветеранĕ, ялти хисеплĕ ҫын. « Пĕр ял – хуҫалăх саланиччен пĕр кун сиктермесĕр ĕҫленĕ, Тав хучĕсене те пĕрре мар тивĕҫнĕ » - тет кил хуҫи.

 



09 марта 2022
14:05
Поделиться