Конкурс в Большешигаевском Доме культуры

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура Çуртĕнче иккĕмĕш хут «Чи, чи хĕр пĕрчи» конкурс-курав иртрĕ. Кăçал унта 11 чипер те сăпайлă та пултаруллă, чи илемлĕ хĕр пĕрчисем хутшăнчĕç. Çак конкурса Сĕнтĕрпуçсем Раççей Федерацинче халăхсен культура еткерлĕх, Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалларĕç.
Çак конкурса хапăл туса йыхрава йышăнса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен чи чипер хĕр пĕрчисем килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе тăватă тĕрлĕ тупăшура тупăшрĕç, кашниех хǎйне тивĕçлĕ шайра кǎтартма тǎрǎшрĕç.
Чи малтанах вĕсем хǎйсемпе паллаштарчĕç. Акǎш пек илемлĕн, çепĕç юрǎ кĕввипе ярǎнса утса тухсан, залра ларакансем тǎвǎллǎн алǎ çупрĕç. Хĕр пĕрчисем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткǎнларĕç. Иккĕмĕш конкурсра хĕр пĕрчисем юратнă амăшĕсене халалланă сăвăсем вуларĕç. Чǎваш халǎхĕн çĕр пин юрǎ-кĕвĕ, сǎвǎ-ташǎ тĕнчи те хĕр пĕрчисемшĕн ют мар иккен. Вĕсем юрра-ташша ǎста пулнине, юптару вулас вǎрттǎнлǎха пĕлнипе палǎрчĕç. Хĕр пĕрчисем Сĕнтĕрвăрри тǎрǎхĕнчи чăвашсен хальхи тумĕн илемне те ǎста кǎтартрĕç.
Паллах, жюри членĕсене: Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ халĕ тивĕçлĕ канури Степанов Л.Д., Сĕнтерпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Михайлова Л.Н., Сĕнтĕрпуç пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракн шкулĕн вĕрентекенĕсене Вострова З.А., Тихонова Н.П., Кайри Шĕнерпуç ял вулавăшĕн библиотекарне Фомина С.И. çǎмǎлах пулмарĕ. Кǎçал конкурса пур енĕпе те пултаруллǎ та маттур, сǎпайлǎ та ӳркенмен, чǎн чǎваш чунлĕ хĕр пĕрчисем хутшǎнчĕç. Çапах та Леонид Дмитриевич ертсе пынипе тӳресем тĕрĕс пĕтĕмлетӳ турĕç.
Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем баллсене шутласан "Чи, чи хĕр пĕрчи" ята Шуршăл ял хутлăхĕнчи София Петрова çĕнсе илчĕ. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн хĕр пĕрчийĕсем Юля Никодимова "Куракансем кăмăлланă хĕр пĕрчи", Гаврилова Валентина «Чи пултаруллă хĕр пĕрчи», Яичникова Варвара «Чи илĕртӳллĕ хĕр пĕрчи», Урхас Кушкă хĕр пĕрчийĕ Васильева Людмила «Чи тĕллевлĕ хĕр пĕрчи», Хуракасси ял хутлăхĕн Николаева Мария «Чи маттур хĕр пĕрчи», Чăнкасси ял тăрăхĕнчи Игнатьева Кристина "Чи сăпай хĕр пĕрчи", Шуршăл ял хутлăхĕн Яковлева Арина «Чи çепĕç», Аксарин ял хутлăхĕнчи Калмыкова Валерия, "Чи вичкĕн хĕр пĕрчи", Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи Егорова Анна «Чи тараватлă хĕр пĕрчи», Атăлçи ял тăрăхĕнчи Сергеева Анастасия «Чи кăмăллă хĕр пĕрчи» ята тивĕçрĕç.
Уяв каçĕн чи хаваслă саманчĕ вара хĕр пĕрчисене тĕрлĕ номинацисенче ҫӗнтернипе кăна вĕçленмерĕ. Район ыр кằмằллằ культура ĕçченĕсемпе пуян, шằпах вěсем хĕр пĕрчисене тĕрлĕ парнесем парса хавхалантарчĕç. Çак конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă ыр-кằмằллằ, хằйсен нухратне шеллемен культура ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр.
Хĕр пĕрчисене конкурса хатĕрленме пулǎшакансене тав сǎмахĕсем калатпǎр.