Чăнкасси ял тĕп культура çуртĕнче шкул ачисем валли «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ.

Чăнкасси ял тĕп культура çуртĕнче шкул ачисем валли «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнкасси ял тĕп культура çуртĕнче шкул ачисем валли «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Пухăннă куракансем чăваш  халăх  культурипе, кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Чăваш тумĕллĕ маттур ачасем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвă вуларĕç.
Чăнкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул йĕртÿçи Мельникова Л.А.  «И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен» ятлă виктрина йĕркеленĕ. Ачасем хаваспах ыйтусем çине хуравларĕç. Любовь Алексеевна тĕрĕс хуравлакансене пĕчĕк парнесемпе палăртса хăварчĕ.
Калаçу вĕçĕнче ачасем:  «И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, вĕсене вĕрентесшĕн , çутта кăларасшăн пулнă, тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.



25 апреля 2022
09:22
Поделиться