Хуракасси культура ḉуртĕнче «Мăнкун» уявĕ

Хуракасси культура ḉуртĕнче «Мăнкун» уявĕ

 Хуракасси культура ḉуртĕнче «Кăсăя» ача-пăча фольклор ушкăнне ҫӳрекен хастарсем пысӑк уяв «Мăнкун» иртерчĕҫ. Чи малтанах Мăнкун хăҫан тата ăҫта вăй илнине, пирĕн тăрăхра мĕнле паллă тунине сӳтсе яврĕҫ. Ачасем «Христос чĕрĕлнĕ» тесен мĕнле хуравламаллине пĕлчĕҫ.
Пурте чӑваш тумӗпе килнӗ.  Уяв программи питӗ пуян пулчӗ. Пурте пӗрле вăйă карти йĕркелерĕḉ, ура ҫине тӑрса шӑрантарчӗҫ чуна килӗшекен ҫепӗҫ юрăсем, килӗшӱллӗ чăваш ташши ташларĕḉ, чăвашла сăвăсем хитре вуларĕḉ. «Ḉерем ватса вир акрăм», «Çăпаталла» вăйăсем вылярĕḉ. Ачасем уявра чунтан савӑнчĕҫ.



25 апреля 2022
10:00
Поделиться