Тĕл – пулу вăхăтне «Ялан янра, чăваш чĕлхи!»- тесе пуҫларăмăр

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пирĕн пысăк уяв – Чăваш чĕлхи кунĕ. Ҫак уява чыслама пуҫтарăнтăмăр та ĕнтĕ ачасемпе Турханкасси культура Ҫуртне.
Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи ҫывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи.Эпир Чăваш енре чăвашла калаҫса пурăнатпăр. Вăл пирĕн атте – анне парнеленĕ чĕлхе. Эпир чĕлхепе анчах мар, тăван халăх историйĕпе, йăли – йĕркипе, юрри – ташшипе, юмах – халапĕпе те кăсăкланатпăр.
Тĕл – пулу вăхăтне «Ялан янра, чăваш чĕлхи!»- тесе пуҫларăмăр. Вăхăт илемлĕ те пĕлтерĕшлĕ ирттĕр тесе культура Ҫурчĕн ĕҫченĕ тĕрлĕ, вăйă майлă конкурссем ирттерчĕ. Вĕсенчен «Паллашар», «Район ячĕ – чăвашла», «Чăвашла шăрантарар» тата «Ваттисен сăмахне малалла тăс» конкурссенче ачасем хаваспах хутшăнчĕҫ. Валя Гаврилова хăйĕн лăпкă сассипе пирĕн пата сăпка юррине илсе ҫитерче.
Иван Яковлевич ячĕ пирĕншĕн яланах хисеплĕ те чыслă.Унăн ĕҫĕсене паянхи кун та асра тытса пыратпăр. Ҫак тĕл – пулура чăвашсен ҫĕнĕ ҫырулăхне йĕркелени ҫинчен те аса илтĕмĕр. Чернил ҫине пусса чăваш буквисене те ҫырса пăхрăмăр.
Ачасем культурă ҫуртĕнчен тулли кăмăлпа саланчĕҫ. «Чăваш чĕлхине яланах упратпăр!»- тесе шантарчĕҫ.