Сĕнтĕрпуç ялĕнче уяв иртрĕ

Сĕнтĕрпуç ялĕнче уяв иртрĕ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Сĕнтерпуç  ялĕнче Ял  уявĕ иртрĕ. Кĕтнĕ уява ял çыннисем, кӳршĕ ялсем, Сĕнтĕрпуçĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă яш-кĕрĕм тата ватăсем пуçтарăнчĕç. Ял çыннисем çак куна тĕплĕн хатĕрленчĕç, ялти стадиона тасатса илемлетрĕç.  

Ял уявне Сĕнтĕрпуçсем Раççей халăхĕсен культура еткерĕн тата  Чăваш Республикинчи Мухтавлă  ентешсен çулталăкне халалларĕç. Уявра пĕрремĕш хут район шайĕнчи „Çăкăртан асли çук” çăнăхран пĕçернĕ тĕрлĕ апат-çимĕç  фестивалĕ иртрĕ. Çак фестивале хутшăннисене тав хучесемпе чысларĕç, парнесем пачĕç.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николаев Станислав Иннокентьевич уçрĕ, уявпа саламланӑ май маттур та хастар çынсене тав хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех ял халӑхне Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Петров Владимир Владимирович, район пухăвĕн депутачĕсем Афанасьев Анатолий Вячеславович, Петров Геннадий Семенович, Краснов Александр Васильевич, Гаврилов Павел Иванович  саламларĕç.  Владимир Владимирович сăмах илнĕ май районти ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗ çитĕнӳсем тата ырлӑхпа телей сунчĕ , маттур та пултаруллă ĕçченсене тав хучĕсем парса  тав турĕ.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Хуракасси ял тăрăхĕнчен «Незабудки», «Телей», «Фантазия» пултарулăх ушкăнĕсем, Чăнкасси ял тăрăхĕнчен «Энĕш» ансамбль, Çичĕпӳрт ялĕнчен «Кунер» халăх фольклор ушкăнĕ, Турханкасси ялĕнчен «Тӳнер» фольклор ушкăнĕ килсе çитрĕç, хăйсен юрри-ташшипе халăха  савăнтарчĕç. Ялти культура çумĕнчи «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнĕ, «Ĕмĕт», «Юность» ансамбльсем те хăйсен юррисемпе илемлетрĕç.  Ялти ачасмпе пĕрле хуларисем те уявра хăйсен пултаруллăхĕпе ял халăхне савăнтарчĕç.  Артистсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç.

Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултарчĕç. Пĕчĕк шăпăрлансене савăнма батут та пулчĕ.

Хӑнасемпе ял çыннисем чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхрĕç,тутлă апат-çимĕç тутанса пăхма пултарчĕç уявра. Ял халăхĕ килĕштерсе пурăнни куç кĕрет. Уяв пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.



29 августа 2022
10:06
Поделиться