Хуракасси ялĕнче кун кунлакан Ефремовсен ылтă туй.

Мăшăр тени, мĕн тени?
Çумра ырлăх пур тени.
Юратупа пĕрлешсе
Пĕр çăмхана явăнни!
Çапла мăшăр çумра пулнинчен хакли мĕн пултăр? Юратса пĕрлешнĕ çыннăмăрăн тĕревне туйнăран пирĕн пурнăç телейлĕрех те, шанчăклăрах та. Хуракасси ялĕнче кун кунлакан Аверий Ефремовичпа Лидия Васильевна Ефремовсем те шăпах çакна çирĕплетсе калаççĕ. Паян вĕсем иккĕшĕ шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитрĕ.
Çак мăшăр пирки ыррине çеç каламалла. Вĕсем ялти чи ĕçчен те маттур çемьесен шутне кĕреççĕ. Пурнăçĕнчи ытларах çулĕсене тăван совхозшăн тăрăшса ирттернĕ. Унсăр пуçне килти хуçалăха та тытса пыма вăй çитернĕ.
Аверийпа Лидия Ефремовсем пиллĕк тĕпренчĕкне кун çути парнеленĕ. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Хăйсем пекех ĕçчен пулччĕр тесе мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Халĕ ачисемпе çеç мар мăнукĕсемпе те савăнса пурăнаççĕ. Вĕсене те çĕршыва юрăхлă çын тăвасчĕ тесе ырă канаш-сĕнÿсем параççĕ, аталанма самай пулăшса пыраççĕ.
Ылтăн туйпа çак хисеплĕ те сумлă мăшăрсене Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Мастьянов, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Петров, Хуракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова саламласа малашне те килĕштерсе пурнăма телейпе сывлăх сунчĕҫ, парнесемпе чысларĕҫ. Çавăн пекех Аверийпа Лидия Ефремовсене Хуракасси культура ĕçченĕ Светлана Ашуркина саламларĕ. Ефремовсем ял çинче тĕслĕхлĕ çемье пулнишĕн, çамрăксене пурăнма вĕрентсе пынишĕн тав турĕç, пурнăçăн анлă сукмакĕпе пĕрле утма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ ятпа вăрăм кун-çул сунчĕ. Хуракасси культура ҫурчĕ ҫумĕнчи «Телей» ушкăн мăшăрсен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕҫ.