Кăнна Кушкинче пулса куртăмăр

Кăнна Кушкинче пулса куртăмăр

Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕ ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитрĕ. Ака уйăхĕн 24 – мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн делегацийĕпе Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕн вырăнти Чăваш наци конгресĕн председатĕлĕ Краснова Н.Ю тата Данькова Л.Г Кăнна Кушкине, Иван Яковлевичăн ҫуралнă ялне ҫитсе курчĕҫ.
Шкул умĕнче И.Я.Яковлевăн палăкĕ таҫтан курăнса ларать, ҫавăнтах музейĕ те вырнаҫнă. Йĕри - тавра тирпей илем таҫтан сисĕнет.
Паллах, Кăнна Кушкисем хăнасене ҫăкăр – тăварпа, юрă – тăшăпа кĕтсе илчĕҫ. Кунта хăнасем тĕрлĕ енчен килсе ҫитнĕ: Мускав, Чĕмпĕр, Хусан, Шупашкар тата ытти те. Чи сумлисенчен вара И.Я.Яковлевичăн кĕҫĕн мăнукĕсем пурри савăнтарчĕ. Митингра Патшалăх Думин депутачĕ Аксаков А.Г., Патшалăх Канашĕн председатĕлĕн ҫумĕ Петровна Л.И., Чăваш наци конгресĕн пĕррмĕш вице – президенчĕ Угаслов Н.Ф тата ыттисем те Аслă Вĕрентекенĕн ĕҫ- хĕлне хакласа хĕрӳллĕ сăмахсем каларĕҫ, вăл пиллесе хăварнă халал сăмахĕсене  асра тытса пыма сĕнчĕҫ, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕҫ.
Митинг хыҫҫăн хăнасем Теччĕ хулин Культура ҫуртĕнче наукăпа практика конференцийĕнче хутшăнчĕҫ. Тухса калаҫакансем вĕрентекенĕмĕр халалне ачасен пурнăҫĕче кĕртсе пымаллине, яланах асра тытмаллине, ачасене вĕрентес ĕҫре тĕпе хумаллине палăртрĕҫ.
Кăнна Кушки Иван Яковлев ятне чыслăн упраса пырать, унăн ячĕпе мухтанса тăрать.



26 апреля 2023
10:00
Поделиться