Вӗрентекенсене саламласа

Вӗрентекенсене саламласа

Учитель! Яту сан чаплӑ,
Чун-хавалу пуян та аслӑ.
Ĕҫӳ, чӑнах та, пархатарлӑ,
Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!

Авăн уйăхĕн 5 – мĕшĕ – вĕрентекенсен кунĕ. Пӗрремӗш сас палли, пӗрремӗш сӑмах, букварьти пӗрремӗш страница… – ҫакӑ пурте учительтен пуҫланать. Вӗренекенсемшӗн вӑл хӑйӗн вӑхӑтне те, вӑйне те, чун-чӗре ӑшшине те шеллемест. Шкул ҫынна пур енлӗн аталантарма май паракан ҫӑлкуҫ. Шкултан тата вӗрентекенсенчен пуҫланать те патшалӑхӑн пуянлӑхӗ.
Турханкасси салинче шкул тахҫанах хупăннă пулин те вĕрентекенсене нихăҫан та манмаҫҫĕ. Сак сумлă уявпа, Турханкасси культура ҫурчĕн ĕҫченĕ, шкул ачисемпе пĕрле вĕрентекенсене килĕсене кайса саламларĕҫ.  Вĕсене чечек ҫыххисемпе пĕрле  сывлӑх, ҫутӑ ӗмӗт, телейпе шанӑҫ сунчĕҫ.