Проводы в армию

Мěн авалтан, чăвашсен йăли - йěркипе, мěн пур тăвана, тус - тантăша пуçтарса çар хěсмěтне ăсатнă. 
Акă паян та, Турханкасси салинче урам тăрăх салтак юрри янрарě. Родионовсен кěçěн ывăлě, Эдуард Алексеевич тăванěсемпе тата юлташěсемпе сыв пуллашрě. Урам сарлакăш сарăлса пыракан яшсен юрри тата хут купăс кěвви сахал мар ял -йыш чунне пăлхантарчě. 
Пулас салтака ырă сунса, тěрлě сěнýсем парса, хулпуççи çине парнесем çакрěç.
Турханкасси культура çуртěнче ěçлекен те, Н.Ю.Краснова чăваш тěррипе тěрленě сыхлав палли (оберег) парнелерě, Тăван çěршыва юратма, тăван кил-йыш ăшшине упрама сěнчě.