Раççей чăваш пики

Раççей чăваш пики

Раштавăн 16 - мěшěнче Шупашкарта "Раççей чăваш пики-2023" конкурс иртрě. Ăмăртăва Чăваш Республикинче тата Раççей регионěсенче пурăнакан 18 чăваш хěрě хутшăнчě. Вěсем кашниех "Чăваш апат - çимěç куравě", "Хăйěнпе паллаштарас курав", "Ăс -хакăл ыйту куравě", "Пултарулăх конкурсě"  тата "Чăваш тумне кăтартас курав" ăмăртăвěнче хăйсен палтарулăхне кăтартрěç. Сěнтěрвăрри округěн чысне Мария Ивановăпа (Турханкасси культура çурчě) Екатерина Павлова (Октябрьский культура çурчě) хýтěлерěç. Кашни курава çирěппěн утса тухса, хăйсен хастаррине, пур енлěн пултаруллине кăтартса дипломсемпе, парнесемпе таврăнчěç. Чунтан саламлатпăр вěсене. Малалла тата пысăк ýсěмсем тума сěнетпěр!