Патшалӑх символӗсем-пирӗн пуянлӑх

Патшалӑх символӗсем-пирӗн пуянлӑх

Эпир кашни ҫулах апрель уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунне паллӑ тӑватпӑр.Ку вӑл-халӑх пӗрлӗхне тата республика территорийӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ытти халӑхсен пӗршухӑшлӑхне,тӑван кӗтес шӑпишӗн эпир пурте яваплӑ пулнине сӑнарлакан ҫутӑ уяв.

Информаци сехечӗ  НаратЧаки культура ҫуртӗнче кӑсӑклӑ иртрӗ.Тӑван ҫӗршыва юратасси патшалӑх символӗсене пӗлнинчен тата хисепленинчен пуҫланать-ҫке.Ҫак символсем ахаль сӑнарсенчен,паллӑсенчен пӗлтерӗшлӗрех.Весем тӑван кӗтеспе,Тӑван ҫӗршывпа,историпе, граждан тивӗҫлӗхӗпе,тӑван чӗлхепе тачӑ ҫыхӑннӑ.Патшалӑх символсем -пирӗн пуянлӑхпа мӑнаҫлӑх.



30 апреля 2025
10:56
Поделиться