Приняли участие в чувашском народном празднике "Уяв" в Сиктерме, Республика Татарстан.

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Тутар Республикинчи Элкел районне кӗрекен Сиктӗрме ялӗнче чӑваш культурин Уявӗ кӗрлерӗ. Ҫак Уяв Сиктермере тăваттăмĕш хут иртет ĕнте. Вăл кунта ҫулран ҫул вăйланса та пуянланса пырать. Уява хутшăнакансен, куракансен йышĕ те ӳссе пырать. Кăҫал Уявра 60 яхăн пултаруллă ушкăнĕ хутшăнчĕ. Эпир те Сĕнтĕрвăррисем 4 ушкăнпа кайрăмăр. Пур хутшăнакансем те Чăваш наци конгресĕ ирттерекен конкурссенче хутшăннă ушкăнсем. Вĕсенчен: Турханкасси культурă ҫуртĕнчи «Тӳнер» халăх фольклор ушкăнĕ (ертӳҫи Надежда Краснова), Кукашнири - «Кукашни» халăх фольклор ушкăнĕ (Ертӳҫи Алĕна Васильева), Уплер ялĕнчи «Сеспель» (Ертӳҫи Альбина Демьянова) тата Нарат Чаккинчи «Шăнкăрав» (Ертӳҫи Людмила Данькова). Ҫавăн пекех Хуракассисем те хутшăнчĕҫ ҫак Уявра.
Сиктермери Уяв программинче вун – вун фестиваль – конкурс, куравсемпе суту – илӳ лапамĕсем ĕҫлерĕҫ. Чăваш сари, поэзии кĕтессисем, чăвш ташшине ташласси, шăпăр кĕсле каласси тата ытти те иртрĕ.
Чи пӗлтерӗшлӗ конкурссенчен пĕри - "Раҫҫей чӑваш пики" пулчӗ. Унта тӗрлӗ регионсенчен килнӗ 12 чӑваш пики хутшӑнчӗ. Сӗнтӗрвӑрри округенчен Анастасия Пыркина хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӑл Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пите маттур та хастар пике. Ҫак Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса хатӗрленме пикене Светлана Ашуркина, Хуракасси культура ҫӳрчӗн ертӳҫи пулӑшнӑ.
" Раҫҫей чӑваш пики -2025" конкурсра Анастасия Пыркина "Ҫивӗч ӑс -тӑнлӑ пике" номинаципе ҫӗнтерчӗ.
Чăваш сăри куравĕнче Нарат Чаккисем хăйсен техĕмлĕ сăрипе фестивале хутшăнчĕҫ. «Ҫав тери тутлă, укҫалла сутăр – ха» - тесе ыйтакансем те пулчĕҫ пирĕнрен - тет Людмила Геннадьевна сăмаха тăснă май.
Юрă – ташă фестивалĕсенче хастар хутшăнчĕҫ пирĕн ушкăнсем. Пур те дипломсемпе, парнесемпе таврăнчĕҫ ушкăнсем.
Уяв пурин кăмăлне те тивĕҫтерчĕ.