Поздравление юбиляра.
Пирĕн вăрăм та илемлĕ пурнăç çулĕнче тĕрлĕ çын тĕл пулать. Анчах хăйĕн ĕçне чунтан юратакан, кашни чĕрĕ чуншăн çунакан çынсем — сайра япала. Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл — Тамара Георгиевна Галкина.
Тамара Георгиевна 1966 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри ҫĕрĕ ҫинчи вăрман илемĕнче вырнаçнă Чăрăшкасси ялĕнче Демидовсен çемйинче çуралнă. Валентина Михайловнапа Георгий Демидович хĕрне пĕчĕкрен ĕçе юратма, çынна пулăшма вĕрентсе ӳстернĕ.
1985 çулта Вăрнарти ветеренари техникумĕнчен вĕренсе тухсан, унăн ĕç çулĕ Сĕнтĕрпуҫ «Восток» СХПК-ра пуçланать. Кунта вăл 29 çул хушши пĕр вырăнта, чĕрене парса ĕçлет. Кайран тата 10 çул районти ветеринарии станцийĕнче выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн кĕрешет. Республика шайĕнчи осеменаторсен конкурсĕсенче хутшăнса, хăйĕн ăсталăхне çирĕплетсе тĕрĕсленĕ.
Выльăх тухтăрĕ — ялти чи кирлĕ çын. Тамара Георгиевнашăн канмалли вăхăчĕ çук темелле. Пĕрре мунчаран çăвăнса пĕтермесĕрех, выльăх чирленине пĕлтерсен, ăна сыватма тухса кайнине те пулнă. Пĕчĕк кушак çурирен пуçласа пысăк мăйракаллă выльăх таран — унăн çемçе те ăста аллисем пурне те пулăшма хăнăхнă. Пĕчĕк кĕлеткине пăхмасăр, вăл ĕне пăрулама икĕ арçынран та вăйлăрах та хастартарах пулăшать. Чăн-чăн юмахри пек: выльăх хырăмĕнчи пăру çаврăнса лартсан та, Тамара хăйĕн пĕчĕк аллипе пĕр чĕлĕм вĕренпе ăна тĕрĕс вырăна хурса кӑларса илет. Ку вăл — пысăк чăтăмлăх тата чĕре ăшши.
1986 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл Турханкасси каччипе, Владимир Петрович Галкинпа çемье чăмăртать. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнаççĕ вĕсем. Настя хĕрĕпе Саша ывăлĕшĕн Тамара Георгиевна — чи ăшă та хаклă çын, тĕнчери чи лайăх амăшĕ.
Кил-çурчĕ те Тамара Георгиевнăн тирпейлĕ, пахчи чечекпе пахча-çимĕçрен тулса тăрать. Арçынсемпе пĕр тан вăл ĕне валли уттине те хăех хатĕрлет. Кӳршĕ – юлташĕсемпе вăл питĕ туслă. Пĕр-пĕрин пахчине те пулăшма, пĕрле канма та вăхăт тупаççĕ.
Тамара Георгиевна пирки пĕтĕм тĕнчери чи ырă сăмахсене кăна калама пулать. Ун пек çынсем пурăннă май пирĕн ялсем те чĕрĕ, пурнăç та илемлĕ. Унăн ырă чĕри нихăçан та ан хуҫăлтăр, сывлăхĕ çирĕп, кун-çулĕ вăрăм пултăр!